«Паттӑрсем вилмеççӗ» спектакле курма чӗнетпӗр

«Паттӑрсем вилмеççӗ» спектакле курма чӗнетпӗр

«Паттӑрсем вилмеççӗ» спектакль — пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, чыспа тивӗҫ, туслӑхпа юрату хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартакан психологиллӗ драма. Ӑна Раҫҫей Паттӑрне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн хӑйсене шеллемесӗр кӗрешекен салтаксене ҫамрӑк командир ҫӗнтерӗве ҫирӗп шанса пӗрлештерет, Раҫҫей ывӑлӗн ҫынлӑхне, тӗрӗслӗхне кӑтартать, тӗрлӗ халӑх ҫынни пӗртӑванла кар тӑни пысӑк вӑй пулнине ӗнентерет.

Пьесӑна уйрӑм ҫынна халалланӑ пулин те, тӗп герой кунта — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пӗрлештернӗ сӑнарӗ. Паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсен ячӗ халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать — ҫакӑн ҫинчен ку истори.

Спектакле пӗрремӗш хут 2026 çулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑтартнӑ.

Спектакле Раççей культура министерствин гранчĕпе лартнă.   

Спектакль ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчӗкри тӗп культура ҫуртӗнче 12:00, 14:00, 18:30 сехетре иртет. Йыхравлатпӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.