«Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма»

«Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма»

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Елчӗкри культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркелесе ирттерекен регионсем хушшинчи «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗ иртрӗ. Елчӗк, Канаш, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Элӗк, Етӗрне муниципаллӑ округсенчи чи пултаруллӑ хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ унта. Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Демьянова, клуб системин ертӳҫи Вера Панкратова хӑнасене ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗҫ. Уява чӑннипех елчӗксем питӗ аван хатӗрленнӗ. Конкурса хутшӑнакансем валли пур май та туса панӑ.

ЧНК «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн маттур ертӳҫи Юлия Мареева тата комитет пайташӗсем ку конкурса кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ирттерчӗҫ. Конкурс илемлӗ те кӑмӑллӑ иртрӗ.

Фоторепортаж: https://disk.yandex.ru/d/KFEMxto4IuG0_Q

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.