Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ умӗн Елчӗк Муниципаллӑ округӑн ЗАГС администрацийӗн представителӗ тата Ҫирӗклӗ Шӑхаль территори тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем чаплӑ лару – тӑрура Валерий Петровичпа Галина Михайловна Жуковсене тата Владимир Ильичпа Раиса Ивановна Васильевсене мӑшӑрланни 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Ҫӗнӗ Тӗмерти культура ҫуртӗнче саламларӗҫ. Икӗ ҫемье те колхозра ӗҫлесе тивӗҫӗ канӑва тухнӑ. Кашнийӗ пилӗкшер ача ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Ҫур ӗмӗр каялла мӑшӑрлану кӗнекине алӑ пусса ҫирӗплетнӗскерсем ,паян каллех ЗАГСри юбилярсен Хисеплӗ кӗнекине хӑйсен аллисене пусрӗҫ. Елчӗк Муниципаллӑ округӑн Главин ячӗнчен мӑшӑрсем Хисеплӗ хута тивӗҫрӗҫ. Культура ӗҫченӗсем вӗсем ячӗпе хитре юрӑсем шӑрантарчеҫ.
Аллӑ ҫул – нумай-и вӑл, сахал-и – Пурнӑҫ шав шӑвать-ха малалла. çирĕп сывлăх, вăй- хал, çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр